Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнчи халӑх ҫуртсене газ кӗртсе парасса 10 ҫул кӗтет. 2003 ҫулта Уй урамӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт хӑпартмашкӑн 17 лаптӑк уйӑрнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, кирлӗ коммуникацисене ҫитес вӑхӑтра туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ. 10 ҫул хыҫа юлнӑ. Ялтан инҫех мар Горгазӑн филаилӗ вырнаҫнӑ пулин те газ вара халӗ те ҫук. Алина Савельева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем халӗ те (тӗнче газпа ӑшӑнса пурӑннӑ вӑхӑтра!) кӑмака хутса пӳрт ӑшӑтаҫҫӗ. Пӳрт пысӑк. Ӑна вутӑпа хутса ҫитерме те ҫук. Халӗ Уй урамӗнче нумай ачаллӑ 3 ҫемье пурӑнать. Тепӗр 7-шӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ. 7 ҫемье вара коммуникаци ҫукран пурӑнма куҫман. Ҫынсем ял тӑрӑхӗн, район администрацийӗсене ҫитнӗ — усcи ҫук. Тӳре-шара газ пуласса шантарать те… Нумаях пулмасть урама ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑтмалли приборсемпе пысӑк ҫурта ӑшӑтнин усси ҫук. Анчах, халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫутӑшӑн нумай тӳлеме тивет-мӗн. Мӗншӗнне хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ. Упнер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, газификаци валли документсем хатӗрлемешкӗн укҫа чылай вӑхӑт тупайман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫавалкасри чӑваш туйӗ Халӗ чӑвашла туй кӗрлеттерекенсем юлмарӗҫ те пулӗ. Пинте пӗрре тӗл пулсан кӑна. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра вара чӑвашла туй кӗрлеттернӗ. Анастасия тата Леонид Мокшинсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсемпе тус-юлташне кӗрекене пухнӑ. Хӑна-вӗрле туй ӗҫкине тӗрӗллӗ чӑваш кӗпи, илемлӗ саппун ҫакса пынӑ. Туй арӑмӗсем купӑс кӗввипе чӑвашла ташласа, юрласа ҫамрӑк ҫемьен пӗрремӗш уявне илем кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫулҫӑран ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша юлташӗсемпе Ачасем ҫу вӑхӑтне усӑллӑ ирттерччӗр тесе аслисем тӑрӑшаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра ачасем валли конкурс йӗркелеҫҫӗ. Акӑ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Чӑрӑшкасси ачисем ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ҫуллахи мисс — 2014» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Мероприяти темиҫе номинаципе иртнӗ: «Хӑвӑнпа паллаштар та тум пирки каласа кӑтарт», «Тупмалли юмахсен конкурсӗ», «Кам ытларах чечек пухать», «Мана ӑнлан» тата ташӑ конкурсӗ. Конкурса хутшӑнакансем хастарлӑхне, пултарулӑхне кӑтартнӑ. Мероприяти савӑнӑҫлӑ иртнӗ, ҫавӑнпа кашни конкурсҫа кӑмӑллӑ юлнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче жюри «Ҫулла мисне» палӑртнӑ. Ҫак ята ҫулҫӑсенчен ҫӗленӗ сараппан тӑхӑннӑ Даша Леонтьева тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Енӗшри храм Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗн халӑхӗ храм туса пӗтерссишӗн тапаҫланать. Унти ӗҫсем тӑваттӑмӗш ҫул пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Халӑх ӑна хӑйӗн вӑйӗпе хӑпартать. Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть-ха, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать-мӗн. Халӗ ҫынсем укҫа пуҫтараҫҫӗ. Стройматериалсем хаклӑ, ҫавӑнпа енӗшсене храма хута яма йывӑртарах. Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем храмра кашни эрнере шӑматкунлӑх ирттереҫҫӗ. Халӗ унта строительсем шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Храма хута ярас тесе енӗшсем кӑна мар, унта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ енне саланнӑ ҫынсем те тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна валли укҫа пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Борис Яковлев ӑсталанӑ тракторсем 1958 ҫулта ҫуралнӑ Борис Яковлев Елчӗк районӗнчи Энтри Таяпа ялӗнче пурӑнать. Вӑл чӑн-чӑн Кулибин тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унӑн чун киленӗҫӗ — ӗҫлемен кивӗ техникӑна пуҫтарса ҫенни ӑсталасси. Вӑл ав мини-трактор пуҫтарнӑ. Ӑна ыттисенчен уйрӑмах палӑртмалла. Ҫак техника ӑна хуҫалӑхӗнче питӗ пулӑшать. Борис Яковлев ҫуркуннесерен унпа ҫӗр сухалать, акать, кӗрекунне ҫӗрулми кӑларать. Борис Яковлев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ывӑлӗсемпе пӗчӗк мӑнукӗсем те алӑпа пуҫтарнӑ тракторпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Светлана Горланова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шукакасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Горланова хӑйӗн пахчине чӑн-чӑн асамлӑха ҫавӑрнӑ. Унта — чечек клумбисем, мультфильм сӑнарӗсем. Купӑста, хӑяр, помидор, иҫӗм ҫырли тухӑҫлӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ кӑна мар, пахчана илем те кӳрет. Шыв тултармалли пичке те питӗ капӑр. Пӳрт чӳречисем ҫинче — сӑпсасем, чечексем. Унтах — мультфильм сӑнарӗсем. Светлана Горлановӑн пахчана хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ун чухне ӑна ҫакнашкал илемлетмешкӗн шухӑш ҫуралнӑ та. Светлана каланӑ тӑрӑх, шухӑшсем хӑйсемех килеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗр япалана тӗнче тетелӗнче шыраса тупать. Пахчара бассейн та пур. Светлана 1 метр тарӑнӑш шӑтӑка хӑйех чавнӑ, ун тавра чечексем лартнӑ. Паллах, ҫак ӗҫре ӑна мӑшӑрӗ Юрий, ачисем пулӑшаҫҫӗ. Сӑнсем (32) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Гагарин урамне вак чул сарас умӗн Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ та, Вӑрмар районӗнчи Ҫитмӗш ялӗнче те ҫулла пурнӑҫламалли ӗҫсене кайрана хӑварасшӑн мар. Халӗ унти урамсенчен пӗрне, Гагарин ячӗпе хисепленекеннине, сарнӑ. Ӗҫне тума аукцион ирттерсех подряд организацине палӑртнӑ. Ара, урӑхла юрамасть-ҫке — муниципалитет килӗшӗвне алӑ пусиччен ҫапла тума саккун хистет. Урам тума конкурсра ҫӗнтернӗ организаци икӗ кунта вак чул сарса та тухнӑ. Малашне кӗрне-ҫуне пӑхмасӑрах урам тӑрӑх машинӑпа пӗр шиксӗр иртме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Иккассинчи вокал ушкӑнӗ Ӑҫта-ӑҫта та, анчах республикӑри районсене ушкӑн вӗҫӗмех ҫӳрет. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял уявне хутшӑннӑ. «Чӗннӗ те, епле каймӑн», — тесе ушкӑн хаваспах ҫула пуҫтарӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсенчен тӑракан ансамбль профессионал-ертӳҫӗ ертсе пынипе халӑх чунне пымалла шӑрантарнӑ. Концертра асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Надежда Силпи тата Анатолий Печников хӑй ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсем те шӑраннӑ. Ял уявне Кӳкеҫри пултаруллӑ пике, республика, ҫӗршыв тата халӑхсем хушшинчи конкурссенче темиҫе хут та лауреат пулса тӑнӑ Анастасия Егоркина та, хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне бал ташшисен «Илем» халӑх ансамблӗ (ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валентина Васильева ертсе пырать) хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Елчӗк морякӗсем палӑк умӗнче Елчӗкре ҫарпа тинӗс флочӗн кунӗ умӗн Елчӗк районӗнчи моряксене халалланӑ палӑк уҫнӑ. Ӑна Елчӗк районӗнчи моряк ветерансен канашӗ пуҫарнипе тунӑ. Палӑк плити ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Морякам Яльчикского района за веру и правду, мужество и стойкость на боевой службе Отечеству. Сывӑ пултӑр Тинӗс-Ҫар флочӗ». «Ӑна ентеш моряксем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ караппа пӗр пек тунӑ. Эпир пӗтӗм архивра шырарӑмӑр, кашни хӑйӗн карапне аса илчӗ. Унтан ҫарта моряк пулнӑ ентешсем канмалли кунсенче те, каҫхине те ӗҫлерӗҫ. Пурте пӗрле палӑк архитектурипе ӗҫлерӗмӗр, пӗрле ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кеӗтрӗмӗр», — тенӗ палӑка тӑвӑкансенчен пӗри Леонид Князев. Моряксене халалланӑ палӑка елчӗксем «Елчӗк» крейсер» ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗ нумаях пулмасть уявне паллӑ тунӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Кунтах кашниех вырӑс апачӗпе хӑналанма пултарнӑ. Ӑна ялти хӗрарӑмсем хатӗрленӗ. Уяв Мишуково ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Конов тухса калаҫнинчен пуҫланнӑ. Унтан Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Е.В.Лебедев сӑмах илнӗ. Шел те, Мишуково йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ку «Новь» ЯХПК аркансан пуҫланнӑ. Анчах фермер хуҫалӑхӗсем вӑй илсен лару-тӑру лайӑх енне ылмашӑнма тытӑннӑ. Уявра ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынна палӑртнӑ. Шкула ача нумаях ҫӳремест — 27-ӗн кӑна. Апла пулин те вӗсем районта иртекен олимпиадӑсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Шкулта хоккей ушкӑнӗ те пур. Тӳре-шара тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Юрӑ-ташӑпа киленнӗ май халӑх тата хӑнасем пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ. Сӑнсем (54) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |